Акāлчан чĕлхине юратакансем, вулама, итлеме, курма вĕренес текенсем «Jingle Bells» кружока кāмāллаҫҫĕ. Унта ытларах 2-5 класс ачисем ҫӳреҫҫĕ. Ют чĕлхепе янāракан сасāсене, сас паллисен ҫыхāнāвĕсене тĕрлĕ-тĕрлĕ видео-урок тāрāх пāхса вĕренетпĕр. Ҫавāн пекех предложенири сāмахсене тĕрĕс ҫыхāнтарма, кулленхи хутшāнура кирлĕ ыйту-хуравсене пĕлме тāрāшатпāр. Уроксенче усā куракан кану саманчĕн кĕвви-юррине юрласа, сāмахĕсене каласа, хусканāвĕсене ташласа киленетпĕр кружокра. Акāлчан чĕлхине пĕлни, вĕренни пурнāҫра кирлине āнланаҫҫĕ ачасем.
Михайлова Л. А., акāлчан чĕлхине вĕрентекенĕ