Ватā ҫынна юр тасатса пулāшрĕҫ

Ватā ҫынна юр  тасатса пулāшрĕҫ

Хĕл кунĕнче тĕрлĕ асар-писер ҫанталāк ҫулсене юрпа хупласа лартать. Уйрāмах ватā ҫынсене питĕ кансĕр ун пек чухне.

    Акāлчан чĕлхипе йĕркеленнĕ кружока ҫӳрекен ачасем шкул ҫывāхĕнче пурāнакан Людмила Зиновьевна Васильева патне ҫул тытрĕҫ.  Вĕренекенсем савāнсах пулāшрĕҫ  83 ҫулхи асанне- кукамая. Урамри хапха умне сарлакан илсе юртан тасатрĕҫ. Картишĕнче мунча енне, лупас  еннелле, тараса патне каякан сукмаксене ҫĕнетрĕҫ.

    Хāйне хисеплесе пулāшма килнĕшĕн ĕҫ  ветеранĕ хĕпĕртерĕ, ачасене чунтанах тав турĕ. Шкул ачисем ватā ҫынсене татах та пулāшма хатĕрри палāрчĕ.

    Ҫула  май кружок членĕсем Асāну палāкĕ патне чарāнса унта ĕҫлекенсене те пулāшма ӳркенмерĕҫ.

                                Михайлова Л. А., акāлчан чĕлхине вĕрентекенĕ