«Патриарх биографийĕн страницисем» викторина

Чăваш халăхĕн Аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата  çулленех ун ячĕпе  иртекен  чăваш чĕлхи эрнине  малалла тăсса ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7 класра  «Патриарх биографийĕн страницисем» ятлă  викторина иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  ертсе пычĕ. Малтанах ачасем Иван Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илчĕç, унтан вăл çырнă калавсене асăнчĕç.Тĕрлĕ чарăнуран тăракан викторина ыйтăвĕсене те питĕ хастар хутшăнчĕç,тăрăшулăхпа палăрчĕç, тавăрулăхĕпе пултарулăхне  тĕрĕслерĕç. Хавасланса, тĕплĕ шутласа ĕçлерĕç вĕренекенсем. Пуринчен те пултаруллисем Орлов Никитăпа Ефимов Тимур пулчĕç.  Çиччĕмĕшсем Иван Яковлевич вĕрентсе каланисене яланах асра тытма шантарчĕç.

Филиппова Н.К., чĕлхипе литературине вĕрентекен