1-2 классенче «Чăваш чĕлхи тĕнчинче» вăйă-конкурс иртрӗ

1-2 классенче «Чăваш чĕлхи тĕнчинче» вăйă-конкурс  иртрӗ

       Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче эпир пин-пин çул аталанса, ламран лама куçса пырса пирĕн вăхăта çитнĕ    илĕртÿллĕ те янăравлă Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Ăна ҫĕнĕ чăваш ҫырулăхне йĕркелекенĕ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун уявлама йышăннă. Пирĕн чĕлхемĕре пĕтĕм тĕнчери тĕпчевçĕсем тĕрĕк чĕлхисенчен чи авалхи тесе çирĕплетсех калаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, чăваш чĕлхине шута илмесĕр нихăш тĕрĕк чĕлхине те тĕплĕ те тарăн пĕлме çук.

       Ачасен чăваш чĕлхине тата литературине вĕренес туртăмне вăйлатас, вĕренекенсен пултарулăхне, тавракурăмне аталантарас шутпа 1-2 классенче ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи тĕнчинче» вăйă-конкурс  иртрӗ. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне «Тупмалли юмахсем», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Урӑхла кала», «Куçаруçӑ», «Тавçӑрса ил», «Чăваш чĕлхи - чĕкеç чӗлхи» станцисенче кӑтартрӗҫ. Вăйăри ӗçсем ачасемшӗн кăсăк та илӗртÿллӗ пулчӗç. Вӗсем çĕннине, урокра вĕрентменнине чылай пӗлчӗç, тулли кӑмӑлпа чӑвашла сӑвӑсем вуларӗҫ. Тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтерчӗҫ.  

       Кӗçӗн классене вӗрентекен Иванова В.А.