«И.Я.Яковлева сума суса» çавра сĕтел иртрĕ

«И.Я.Яковлева сума суса» çавра сĕтел иртрĕ

       Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 8-мĕш класс ачисемпе «И.Я.Яковлева сума суса»  çавра сĕтел иртрĕ. Кăçал чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитет. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Хусанти педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра вара  Н. И. Золотницкий опычĕ çине таянса Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне йĕркелесе çитернĕ, кайран букварь пичетлесе кăларнă. Чăваш халăхне пулăшас тесе И.Я.Яковлев пĕтĕм вăй-халне панă.Çапла,чăвашăн  çырăлăхĕ те пулнă, чăваш çынни  çутта та тухнă. «Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн урăх нимĕнле тĕллев те пулман»- тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр.Иван Яковлевич Яковлев  пурнăç тăршшĕпех тăван халăха тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса эпир пуç таятпăр, унăн ĕçне çулсем иртнĕçемĕн татах ытларах хаклатпăр. 


 Филиппова Н., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ