Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен
асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен
шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă,чăваш халăхĕн наци
çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе
туслă пулассишĕн çине тăнă.Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли
учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи, Атăл
тăрăхĕнчи халăх вăрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн
педагог-новаторĕ,теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă. Кăçалхи çул ака
уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак
пулăма халалласа пирĕн шкулта 18-26 чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ иртет, унта кăсăклă
мероприятисем сахал мар пулĕç.
Паян ака уйăхĕн 18 -мĕшĕнче 3-мĕш класра
вĕренекенсемпе «Яковлев калавĕсем» вулав сехечĕ иртрĕ. Кунта ачасем Яковлев çырнă калавсемпе
юмахсене вуласа паллашрĕç, унта тĕл пулакан ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне уçса
пачĕç. Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури», «Автан», «Кашкăрпа сурăх
путекки» тата «Лаша шырани» калавсем килĕшрĕç.Юлашкинчен ачасем вĕсем тăрăх
курав валли ӳкерчĕксем
турĕç. Яковлевăн калавĕсем пурте ырăна вĕрентнине палăртрĕç ачасем.
Филиппова
Н..чăваш
чĕлхипе
литература вĕрентекенĕ