Апрелĕн 25 – мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ
чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев
çуралнă. Кăçал Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитет. Иван Яковлевич
Яковлев- чӑваш халӑхӗн чаплӑ ҫутлӑхҫи, чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа
кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе
чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература
хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ. Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен
чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке
куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ҫыруллӑх ӑстаҫи кӑна мар, тата чӑваш
литературин ашшӗ теме юрать. Иван Яковлевич питӗ ырӑ, тӗрӗс,
сапайлӑ ҫын пулнӑ. Асли те кӗçӗнни те унӑн кӗнекисене вулама юратаҫҫӗ.
И.Я. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавӗсем мӗн пӗчӗкрен ачасене ашшӗ-амӑшне,
ваттисене хисеплеме, юратма, тимлӗх уйӑрма вӗрентеҫҫӗ. Уява хатĕрленсе пирĕн
шкулта çăмрăк вулакансем валли И.Я.
Яковлева халалланӑ «Иван Яковлевич Яковлев – 175 çулта» ятлӑ кӗнеке куравӗ
уçăлчӗ. Кунта кашниех Аслă Вĕрентекенĕмĕрӗн кун-çулӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе
паллашма пултарӗç.