Сăнарĕ халăх чĕринче

Сăнарĕ халăх чĕринче

Тăвай районне кĕрекен Кармал ялĕнче  чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Александр Матросов пек паттăрлăх кăтартнă Афанасьев Николай Афанасьевич çуралса ÿснĕ. Пурăннă пулсан  Кармал каччи  апрелĕн 17-мĕшĕнче 100 çул тултарнă пулĕччĕ. Ентешӗмӗр паттăрлăхӗ вилĕмсĕр пулнине кăтартса парас, патриотизм туйăмне вăйлатас тĕллевпе 1-2 классенче «Сăнарĕ халăх чĕринче» Паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ. Вĕренекенсем  Николай Афанасьевич Афанасьев çинчен  хатĕрленĕ слайдсемпе кӑсӑклансах паллашрӗç.

       1943-мӗш çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çĕрле Николай Афанасьев аслǎ сержант ертсе пыракан разведчиксен ушкǎнне тǎшман дзотне ярса илме задани параççĕ.

       Амбразурǎран тǎшман пулемёчĕ пĕр чарǎнмасǎр пенĕ. Разведчиксем дзот патне пыма айлǎм тǎрǎх траншея чавнǎ. Паттǎр ушкǎн ку дзота çǎмǎллǎнах парǎнтарнǎ. Анчах тǎшман çирĕп дзота çухатнипе ниепле те килĕшесшĕн пулман. Тарǎхнипе вĕсем тепĕр дзотран пеме пуçланǎ. Халиччен ǎна никам та асǎрхаман: пысǎк чǎрǎш айне вырнаçнǎскере тупма та йывǎр.

       Иккĕмĕш дзотǎн çǎварне пǎклама малтан Тасбулат Курманбаевпа Николай Юдин тǎрǎшса пǎхнǎ, анчах дзот патне çитичченех вилмеллех аманнǎ. Унтан Леонид Пастухов, Афанасьвǎн юратнǎ тусĕ, вилĕме хирĕç тухса кайнǎ. Анчах ǎна та фашистсен пульли пырса лекнĕ.

       Коля Афанасьевпа Василий Игнатов дзот патне тÿррĕн мар, айккинчен пыма шутланǎ. Юр тǎрǎх хырǎмпа шунǎ, анчах фашистсем вĕсене асǎрханǎ, пулемётран пеме пуçланǎ. Игнатова вилмеллех амантнǎ.

       Пĕчченех тǎрса юлнǎ Коля. Хǎвǎрттǎн ура çине тǎнǎ, малалла темиçе утǎм чупса кайса амбразура ǎшне граната вирхĕнтернĕ. Пулемёт шǎпланнǎ, унтан каллех вут пĕрĕхме пуçланǎ. Кольǎна йывǎр амантнǎ. Вǎл вара юлашки вǎйне пухса пĕтĕм кÿлепипе тǎшман амбразурине хупланǎ… Пулемёт шǎпланнǎ.

       Пирĕн салтаксем «ура!» кǎшкǎрса малалла ыткǎннǎ. Николай Афанасьевпа юлташĕсене чǎрǎш çывǎхне, хǎйсем Тǎван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапǎçса пуç хунǎ вырǎна, чыслǎн пытарнǎ, хĕрлĕ çǎлтǎрлǎ пĕчĕк палǎк лартса хǎварнǎ. Воинсем хǎйсен юлташĕсемшĕн хаяррǎн тавǎрма тупа тунǎ. Вилнĕ хыççǎн Николай Афанасьев аслǎ сержанта Хĕрлĕ Çǎлтǎр орденĕпе наградǎланǎ.

       Тăшман дзочĕн амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупласа паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Николай Афанасьев сăнарĕ яланах халăх чĕринче пулĕ. Ăна асăнса лартнă палăка шкул ачисем куллен типтерлесе пăхса тăраççĕ, çулсерен январĕн 28-мĕшĕнче Асăну кунĕ иртет. Йĕлтĕрпе ǎмǎртса чупасси те йǎлана кĕнĕ. Паттǎрлǎх вилĕмсĕр тетпĕр эпир. Вǎл чǎннипех çапла. Паттǎр ентешĕн сǎнарĕ халǎх асĕнчех.

       Кӗçӗн классене вӗрентекен Иванова В.А.