Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ
–Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ. Ăна ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе
1999 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирĕн тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи. Пин çул каяллах
пирĕн мăн асаттесем чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха
халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне
халалласа 9 класра «Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» вăйă-урок иртрĕ. Чăваш
халăхĕн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне, тум-тирне, апат-çимĕçне, культурине çутатса
паракан ыйтусем пулчĕç. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем
килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç.
Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç. Ачасене
пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Ăмăрту интереслĕ иртрĕ. Тӑван
чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар. Эпир те мăн
асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар тесе вĕçлерĕç тăххăрмĕшсем.
Филиппова Н.К.,чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекенĕ