Кун йěркипе палăртнă
тăрăх, Чутей шкул çумěнчи сывлăха çирěплетекен «Звёздочка» лагерьте канакансем
паян Тăвайне «Аль» ФСКана шыва кěме кайрěç.
Ачасене питě савăнăçлă пулчě. Кěçěнтереххисем ишме вěренессишěн питě
тăрăшрěç. Аслăраххисем, ишме вěренсе
çитнисем, вěсене ишсе çӳреме пулăшрěç. «Шывра ишме пěлни пурнăçра питě кирлě. Пулăшса,
кăтартса тăракансене тав сăмахě калатпăр. Пěрремěш хут пултăмăр, начартарах
ишетпěр пулин те эпир кăмăлтан савăнтăмăр. Бассейна килме эпир яланах хавас,
пире пурне те питě килěшрě»,- тесе хавхаланса калаçрěç ачасем. Татах та каясшăн
лагерьте сывлăха çирěплетекенсем.
Авторĕсем:
Кану лагерĕн воспитателĕсем
Орлова А. Н., Иванова В. А.