«Янра,тăван чĕлхем» ятлă пысăк уявра

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрнелĕх программипе килĕшӳллĕ «Анне чунĕ евер çепĕç чĕлхене упрар ĕмĕре» темăпа 7-9 классен хушшинче сочиненисемпе сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурсра 9 класс ачисем хастар пулчĕç. Чи лайăх ĕçсем Краснова Викăн, Чайкин Алешăн пулчĕç. Çавăн пекех районта вара  Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа тата чăваш чĕлхи кунне палăртса «Янра,тăван чĕлхем» ятлă пысăк уяв иртрĕ. Ку уява ачасемпе пĕрле  вĕрентекенсем те  хастар хутшăнчĕç. Уяв икĕ номинаципе иртрĕ: хăйсем çырнă  тата пĕр-пĕр авторăн сăввине е     проза сыпăкне каласа памалла пулчĕ. 9-11 класра вĕренекенсен  хушшинче  Чайкин Алексей А.Кăлканăн «Чăвашсен пур сумлă çын» сăвва илемлĕ каласа, вĕрентекенсен хушшинчи тупăшура вара  Филиппова Н.К. О. Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт» проза хайлавне каласа  призер пулса тăчĕç. Саламлатпăр вĕсене, малалла та çитĕнӳсем тума вăй-хал сунатпăр.

Автор: Филиппова Н.К.,чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Фотогалерея