Чăваш чĕлхи кунне уявласси малалла тăсăлать

   «Чăвашсен ку тарана упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕш вăл-чĕлхе,юрă,тĕрĕ»,-тенĕ Иван Яковлевич Яковлев. Чăваш чĕлхи куне уявласси пирĕн  малалла тăсăлать. Чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалласа пирĕн шкулта 7 класс ачисемпе «Иван Яковлев калавĕсем» ятлă çул çÿрев иртрĕ.Унта Иван Яковлев хайлавĕсем тăрăх ыйтусем çине хурав тупасси, панă ÿкерчĕксем тăрăх хайлав ятне тавçăрасси,  халăх сăмахлăхĕн тĕсĕсене (ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене) пĕлесси,вырăсларан чăвашла куçарасси кăсăклă пулчĕ.  Чи пултаруллисем- Малов Михаилпа  Козлова Жанна пулчĕç. Паллах, ыттисем те активлă хутшăнчĕç. Ачасене çул çÿрев кăмăла кайрĕ.

      Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш класс ачисемпе «Кам ытларах пĕлет?» вăйă урок пулчĕ. Ачасем урокра нумай ĕç туса ĕлкĕрчĕç.Вĕсем шÿтлĕ ыйтусен хуравĕсене  тĕрĕс тупса палăртрĕç, сăмахсенчи йăнăшсене тÿрлетрĕç, панă ÿкерчĕксем тăрăх илемлĕ предложенисем йĕркелерĕç, юмахсенчи сăнарсене те тавçăрса илчĕç. Чи тавçăруллисем Саша Белков, Глеб Никитин, Софья Мулакова пулчĕç.

     9 класс ачисемпе вара  И.Я.Яковлев  пурнăçĕпе пултарулăхĕ, хайлавĕсем тăрăх «Чăвашлăха упрасшăн тапнă ун чĕри» ятлă калаçу иртрĕ. Тăван халăха мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çутта туртакан Иван Яковлевич çинчен калаçрăмăр, унăн  ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр,хăш-пĕр калавĕсене вуласа  аса илтĕмĕр.Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнине ăнлантăмăр. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ «пирвайхи чăваш университечĕ» пулса тăнине, унта чăваш литератури амаланнине, профессиллĕ чăваш музыкипе сăнарлă искусстви пуçланнине, куçару ăсталăхĕ аталаннине, чăваш гуманитари пĕлĕвĕсен никĕсĕ хывăннине пĕлтĕмĕр. Çак шкулта Тайăр Тимкки, Фёдор Павлов, Степан Максимов, Иоаким Максимов-Кошкинский,К.Иванов, Ваççа Аниççи, Трубина Мархви тата ыт.те ăс пухса аталаннине куртăмăр. Калаçăва вара «И.Я.Яковлев калавĕсем» вăйăпа вĕçлерĕмĕр.Ачасем пурте ыйтусем çине  хурав парса маттурлăхпа палăрчĕç темелле. Вĕсенчен  Вика Краснова чи пултарулли пулчĕ.

Автор: ФилипповаН.К.,чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě