Чăваш
чĕлхи – тăван чĕлхе,
Эс-чи
пахи,эс- чун уççи.
Чăваш
чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин
чĕлхерен чи çепĕççи.
Мĕн
тери илемлĕн, мĕн тери хăватлăн, мĕн тери мăнаçлăн янăрать пирĕн тăван чĕлхе. «Тăван чĕлхесĕр
чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ Иван Яковлев. Чăваш чĕлхи эрнине малалла тăсса тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем «Аслă
патриарх кун-çулĕ» видеофильм пăхрĕç. Чи малтанах вĕрентекен ачасене И.Я. Яковлев чăваш халăхĕн
чаплă çутлăхçи,чăваш çырулăхне шухăшласа кăлараканĕ,букварьсемпе чăваш
кĕнекисен пулни çинчен кĕскен каласа
пачĕ, унтан вара И.Яковлев калавĕсемпе паллаштарчĕ. Ачасем кăсăклансах итлерĕç,
вĕсене ытларах «Лаша шырани», «Мăнтăрланнă чăхă», «Сармантейĕн сар чăххи»
калавĕсем килĕшнине палăртрĕç.
8 класра Шупашкар хули çинчен, И.Я.Яковлев, К.Иванов,
Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕсем тăрăх, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсемпе,
ребуссемпе хатĕрленĕ «Çĕр пин юрă,çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» викторина та
кăсăклă иртрĕ. Саккăрмĕшсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал мар пĕлнине, унăн чаплă
çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тата
ваттисен сăмахĕсене аван пĕлнипе савăнтарчĕç. Вĕсемшĕн вара ребус чи кăсăкли пулнине палăртрĕç.
Автор: Филиппова
Н.К.,чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекенĕ