Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн,мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли. Чӑваш чӗлхи чӑваш халӑхӗн наци пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Аслӑ Совет Президиумӗн 1992-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Постановленийӗпе килӗшӳллӗн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирĕн шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ.Малтанах чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче 7 класс ачисем «И.Я.Яковлев-чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» йĕркеленĕ кĕнеке выставкипе паллашрĕç.Унтан вĕсем викторина ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕç, чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç. 8- мĕш класра вара И.Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултарулӑхӗ тӑрах хатӗрленӗ «И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ» литература сехечĕ кӑсӑклӑ иртрĕ. Ачасем çак шкул пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, унта литературăпа культура,искусство çыннисене хатĕрленине пĕлчĕç.
Автор: Филиппова
Н.К.,чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекенĕ