«Тăвай енĕн паллă çыравçисем» ятлă краеведени маршручĕ

«Тăвай енĕн паллă çыравçисем» ятлă краеведени маршручĕ

   Кăçалхи çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.А.Николаев Чăвашран тухнă паллă çынсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Чăваш ене чапа кăларнă, ун аталанăвне тÿпе хывнă мухтавлă ентешсем пирĕн тăрăхра та пур. Тăвай районĕ Чăваш Енĕн тухăç енче вырнаçнă. Ăна туса хунǎранпа 87 çул çитрě. Кунта çуралса ÿснě кашни çыннǎн ун историне пěлмеллех, унăн мухтавлă ентешĕсене палламаллах. Çак тĕллеве тĕпе хурса пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче библиотекăра 9-мĕш класра вĕренекенсемпе «Тăвай енĕн паллă çыравçисем» ятлă краеведени маршручĕ иртрĕ. Н.Филиппова ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем турĕç. Чи малтанах район историне аса илчĕç, унтан çак тăрăхран тухнă пултаруллă çыравçăсемпе паллашрĕç, вěсен хайлавěсем тăрăх ирттернě викторина ыйтăвěсен хуравěсене тупрěç. Пирĕн тăрăхран тухнă Илле Тăхти, Хумма Çеменě, Николай Сандров, Вениамин Тимаков, Валентина Эльби, Николай Сидоров,Михаил Сунтал çыравçăсен ěçě-хěлě пысăк пěлтерěшлě. Вĕсем хăш ялтан тухнисене тĕпчесе пырса ачасем «Тăвай енĕн паллă çыравçисем» маршрута хут çине палăртса пычěç.Паллах, пирěн районтан чылай çыравçă тухни ачасене савăнтарчě, мăнаçлантарчě.Чăнах та ,эпир хамăр сумлă ентешсемпе мухтанма пултаратпăр.

Автор: библиотекарь Н.Филиппова