Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ –Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ. Ăна
ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе 1999 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирĕн тăван
чĕлхе-чăваш
чĕлхи.
Пин çул каяллах пирĕн мăн асаттесем чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран
лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Пĕтĕм тĕнчери тăван
чĕлхе кунне халалласа 8 класра «Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» вăйă-викторина
иртрĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне, тум-тирне, апат-çимĕçне, культурине
çутатса паракан ыйтусем пулчĕç. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе
ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса
ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç. Ачасене пĕлмелли, халиччен
илтменни нумай пулчĕ. Ăмăрту интереслĕ иртрĕ. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн
тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар
мар – тăван чĕлхене манар мар тесе вĕçлерĕç саккăрмĕшсем.
Автор: Филиппова Н.К.,чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.