«Ытарми тăван чĕлхе» урок-конференци.

«Ытарми тăван чĕлхе» урок-конференци.

   Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.  ЮНЕСКО шучĕпе тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать, Вĕсене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ. Чěлхе – халǎх пуянлǎхě. Тǎван чěлхене юратман çын çук та пулě çěр çинче. Ытарайми чǎваш чěлхи – атте-анне чěлхи, пирěн халǎхǎн пахаран та паха ылтǎн çÿпçи, сěм авалтан паянхи куна çити упранса юлнǎ нимěнпе танлаштарма çук пысǎк пуянлǎх. Тăван чĕлхе кунне халалласа пирĕн шкулта 6-7 классенче «Ытарми тăван чĕлхе» урок-конференци иртрĕ. Малтанах вĕрентекен Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ пулнине пĕлтерчĕ.Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмаллине ăнлантарчĕ. Тăван сăмах вăл ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанма пултарнине ĕнентерчĕ. Апла пулсан, чăваш чĕлхине çĕклесси, вăй-хăват кӳртесси такамран мар, хамăртанах килнине палăртса хăварчĕ.Унтан ачасем тĕрлĕ кăсăклă ыйтусен тупсăмне тупрĕç, ваттисен сăмахĕсен пайĕсене тĕрĕс палăртрĕç.Чăваш халăхне чапа кăларнă пултаруллă ывăл-хĕрĕсене аса илчĕç.Урока пĕтĕмлетсе улттăмĕшсемпе çиччĕмĕшсем пирĕн тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи, вăл пуян та илемлĕ, чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ пулнине çирĕплетрĕç. Апла пулсан чăваш чĕлхин чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан татăлтăрччĕ. Çапла пултăр!


Автор:Н.Филиппова,чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ