«Тăвай енĕн паллă çыннисем» çавра сĕтел иртрĕ

«Тăвай енĕн паллă çыннисем» çавра сĕтел иртрĕ

2022-мĕш çула Чăваш  Енре   Мухтавлă  ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă .Ку питĕ паха пулăм. Чăннипех те, чăваш çĕрне  чапа кăларнă, ун аталанăвне тÿпе хывнă  мухтавлă çынсем пирĕн нумай. Паллă ентешсен çулталăкне халалласа шкулти библиотекăра 5-мĕш тата 7-мĕш класс ачисемпе «Тăвай енĕн паллă çыннисем» ятлă çавра сĕтел  иртрĕ. Шкул  библиотекарĕ  ачасене  пирĕн пĕчĕк тăрăхăмăртан ăслă-тăнлă, пултаруллă та мухтава тивĕç çынсем  тухнине, вĕсем çĕр-шывшăн  усăллă ĕçсем тунине палăртрĕ.  Ачасем пирĕн Тăвай ен паллă çыравçăсемпе, сумлă артистсемпе, ăста композитор- музыкантсемпе,  пултаруллă художниксемпе  пуян пулнине ăнланчĕç. Вĕсемпе эпир мухтанатпăр. «Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле, тăрăшса вĕренмелле, пултаруллă пулмалла, çĕршыва юрăхлă ĕçсем тумалла. Лайăх ят мултан та паха», - тесе вĕçлерĕ сăмахне вĕрентекен.

Филиппова Н.К.,шкул библиотекарĕ

Фотогалерея