Юпа уйӑхӗн
16 - мӗш числинче тӗрлӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарма шкулӗпех субботнике тухрӑмӑр. Шкул
таврашне, пахчасене, улмуҫҫи садне илем кӳме хаваспах ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ӗҫлеме
пикентӗмӗр. Кашни шкул ачин аллинче ӗҫ хатӗрӗ: кӗреҫе, кӗрепле, шӑпӑр. Аслӑрах
тата вӑтам класс арҫын ачисем улмуҫҫин хӑрӑк турачӗсене касса пуҫтарчӗҫ,
ыттисем типнӗ курӑка, ҫулҫӑсене кӗреплесе, шӑлса наҫилккапа, михӗсемпе уйӑрса
хунӑ вырӑна кайса тӑкрӗҫ. Кӗҫӗнрех тата вӑтам класс хӗрачисем шкул умӗнче чечек
лартмалли вырӑнсене ҫӳп - ҫапран пустарса тасатрӗҫ. Ҫут ҫанталӑк илемне
упрасси, тавралӑха тасалӑхра тытма пӗлни кашнин тивӗҫӗ-ҫке.
Субботник питӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Шӑкӑл-шӑкӑл
калаҫса туслӑн ӗҫлерӗ йыш.Ӗҫе пӗтӗмлетсе шкул пуҫлӑхӗ А.В.Гурина ырӑ сӑмах
каласа тав турӗ.
Л.Титова,
директор ҫумӗ