Кĕр илемĕ

Кĕр илемĕ

Кĕр  кунĕн  ытла та илемлĕ  вăхăчĕ ҫитрĕ. Ылтăн  тум  тăхăннă вăрман хăйĕн патне илĕртет. Класс сехечĕ вăхăтĕнче 11 меш  классра вĕренекенсем класс ертÿҫипе  куҫ тулли  илеме ытараймасăр шкултан инҫех мар вырнаҫнă вăрман уҫланкине ҫул тытрăмăр, ҫутҫанталăк асамĕпе киленсе, пурнăҫра ,вĕренӳре тĕл пулакан ыйтусене  хуравласа утрăмăр. Çитĕнсе пыракан ăрăвăн ҫĕр тĕрлĕ шухăш,ҫĕр тĕрлĕ ыйту. Вĕсене пуласлăх  малашлăх интереслентерни ертсе пыракана тарăн шухăша ярать.Утнă ҫемĕн ура айĕнчи чăштăр-чăштăр ҫулҫă, вĕсен тĕрлĕ тĕсĕ чуна тыткăнлать. Палăртнă вăхăт питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ.Шкула майĕпен шăкăл-шăкăл калаҫса таврăнтăмăр. Уҫă сывлăшра йышпа пулни пурин кăмăлĕ те савăнăҫпа тулчĕ.

11 класс  ертÿҫи Краснова Л.Г.