Чăвашла ан манăр, чăвашсем!

Нарăс уйăхĕн 21- мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери халăхсен  Тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна пур вырăнта та анлă паллă тăваççĕ.Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Филиппова Н.К.  7 класри ачасемпе  нарăс уйăхĕн  20 - мĕшĕнче «Тăван чĕлхе кунĕ» ятлă пĕлӳ сехечĕ ирттерчĕ. Вĕсене  Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ çинчен каласа пачĕ. «Тăван чĕлхе кунĕ» уява  ЮНЕСКО 1999 çулта çирĕплетнĕ.  2000 çулхи нарăсăн 21- мĕшĕнче вара пĕрремĕш  хут  уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать. ЮНЕСКО  Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра - чăваш чĕлхин те.Вĕренекенсем «Тăван чĕлхе кунĕ» ятлă презентаци пăхрĕç, «Чăвашла  ан манăр, чăвашсем!», «Эп чăваш ачи» сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Юлашкинчен викторина ыйтăвĕсене тăрăшсах хуравларĕç.