Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ

 Чăваш Енре 2021 çул — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Çак темăпа килĕшӳллĕ 7 класра «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Ачасем Аслă Аттелěх вăрçи вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç, «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» видеофильм пăхрĕç. Асăннă урокра çиччĕмĕшсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итлерĕç, видеофильма куç илми пăхрĕç. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç. Урок вĕçленнĕ май ачасем Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура-шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн, Аслă Аттелěх вăрçи вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.