Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ӳстерес тĕллевпе çулсерен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă паян та, ака уйăхěн 24-мěшěнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Çак акцие эпир те хастар хутшăнма пултартăмăр. Ачасем пěрле ашшě-амăшěсем те диктант çырма хаваспах ларчěç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Çакă паллах питě савăнтарчě. Диктант текстне «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров вуларě.Пĕтĕмĕшле илсен, акцие хутшăнакансем текст йывăрах маррине, çырма çăмăл пулнине пĕлтерчĕç. Вěсем кăмăллă юлни пире те малалла ěçлеме пулăшса пырать.