Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăхĕн конкурсĕ акан (апрелĕн) 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш тата Тутар Республикисен тата Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсен шкулĕсенче 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ. Жюри конкурс çĕнтерÿçисене 4 номинаципе ачасен ÿсĕмĕ тăрăх уйрăм палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх очерк», «Чи лайăх пьеса». Çак конкурса пирěн шкулта вěренекен Козлова Мальвина тата Титова Анна «Чи лайăх сăвă» номинацире хастар хутшăнса çěнтерÿçěсен йышне кěчěç. Тăван чĕлхене юратакан, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакан хěрсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, чĕререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.