Çак кунсенче эпир, Чутей шкулĕнче «Тăван чĕлхе илемĕ» кружок членĕсем, ял çумĕнчи вăрмана кайрăмăр. Хĕвеллĕ кун вăрман сăнĕ куçа шартарчĕ, хăйěн асамлăхěпе тыткăнларě.
Хĕллехи экскурсире пулнă хыççăнхи хăш-пĕр шухăшсем:
Хěллехи вăрманăн хăйĕ сăн-сăпачě. Шурă кěрěк тăхăнса упа пек тарăн ыйха путнă вăрмана кĕтĕмĕр. Кашни йывăçăн хăйĕн кĕлетки, капмар юмансем, яштака пÿллĕ хурăнсем, унтах пĕчĕк, лутра чăрăшсен хаваслă ушкăнĕ. Йывăçсен тураттисем, хулăн юрпа витěннěскерсем, пире илěртеççе.Хěллехи йывăçсене сăнаса савăннă май чунра лăпкăлăх, канлěх хуçаланчě.
Эпир вăрманта сăн ÿкерěнтěмěр, тěрлě вăйă вылярăмăр, нумай култăмăр. Хěллехи экскурси пурне те килĕшрĕ.
Ксения Шамбулина
Шăплăха ура айěнчи юр кăтăрт-кăтăрт туни çеç çурать. Унта-кунта шурă пěркенчěк çинче чěр чунсен, кайăксен йěрěсене курма пулать: акă çерçи сиккелесе çÿренě, аякрах та мар шăши чупкаласа илнě. Кунĕ хěвеллě пулнă май юр пěрчисем йăлтăрккасем пекех. Вěсен шутне пěлме те çук. Анчах та, икě пěр пеккине тупаймăн. Кам-ши вěсене пурне те касса кăларать? Паллах- хĕл сивви!
Йывăçсене пас тытнă кун вăрман туй кěпи тăхăннă евěр туйăнать. Ахаль чухне тумтир çумне çыпçăнакан куршанаксем те чěнтěр карнă евěр курăнаççě. Çак вăхăтра пилеш çинчи хěп-хěрлě «кăсăясем», палан çырлисем таçтанах палăраççě. Ун пек чухне вěсем уйрăмах илемлě.
Асмлă сăн ÿкерчěксем турăмăр. «Вăрманăн хĕллехи асамлă илемлěхне çуллахи вăхăтра тус-юлташсене кăтартăп»,- шухăшларăм эпĕ.
Мальвина Козлова
Тахçантанпах кěтнě вăхăт çитрě. Хěллехи вăхăта питě килěштеретĕп. Мěншěн тесен вăл ачасем валли темěн чухлě савăнăç илсе килет. Пěрремěш юрах кашниех хавас. Пуçлаççĕ вара юр чăмаккисем пĕр-пĕрин çине вĕçме. Часах кам йěлтěр е коньки сырать, кам çунашкапа сăртран ярăнать. Эх, питě илемлě-çке хěл вăхăчĕ!
Максим Мулаков
Çут çанталăк илемĕпе киленме пĕлмен çын çук пулĕ тесе шутлатăп. Чăн та, тавралăх самантрах улшăнса тăрать. Хĕвелĕ çутатать, чарусăр çилĕ çĕрĕпе е кунĕпе улать, çил-тăман алхасать, кĕрт-сăртсем туса хурать, сивви питрен-куçран чĕпĕтет…
Хĕллехи вăрманта шăп, вăл тарăн та тутлă ыйха путнăн туйăнать. Кашни тĕмеске, йывăç шап-шурă та кăпăшка тумпа витĕннĕ, хĕвел çинче кĕмĕлĕн-мерченĕн йăлтăраса çеç лараççĕ. Юр пĕрчийĕсем асамлăн ÿкеççĕ. Ывăç тупанĕ çине лексен куçран çухалаççĕ. Юмахри евĕр хĕл вăхăтĕнче юлташсене усăллă ĕçсем туса сывлăхлă пулма сĕнесшĕн эпĕ.
Никита Сорокин
Хĕл. Илемлĕ шурă хĕл
Илсе килет сивĕ кун.
Эсĕ, тусăм, çакна пĕл
Шур тăлăппа йывăçсем.
Вĕсем çинчи юр пĕрчи
Вутăн-хĕмĕн çеç çунать.
Эпир пит хавас, кашни
Урама савăнмашкăн тухать.
Елена Михайлова