Çĕнĕ клубра – пĕрремĕш концерт

Кăшарни кунĕнче Чутейри çĕнĕ клубра пĕрремĕш хут савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ. Кунта Шупашкартан килнĕ çамрăк артистсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсен хушшинче Алексей Шадриков, Кирилл Рыбаков, Ульяна пулчĕç.  Клуб тулли халăх пуçтарăнчĕ: ватти те, вĕтти те. Нумайранпа çĕнĕ клубра пуçтарăнса пĕрле савăнма ĕмĕтленнĕ халăха чăваш тата вырăс юррисемпе савăнтарчĕç пултаруллă юрăçсем. Ульяна юрлакан юрату  юррисем çамрăксене çунатлантарчĕç. Хăна  юррисем вара аслăрах ÿсĕмрисене хăйсен çамрăклăхне аса илтерчĕç.  Кашни артистах куракансемпе çывăх пулма тăрăшрĕ. Алексей Шадриков юрăç икĕ сехете яхăн тăсăлнă концерта пултаруллăн ертсе пычĕ. Концерт  вĕçĕнче тăвăллăн алă çупса, тав туса сывпуллашрĕç юрăçсемпе. Çитес вăхăтра клуба спектакльпе килесси паллă.

Л.Михайлова, Чутей ялĕ