Чутей шкулěнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа пысăк уяв пулса иртрě. Маларах йыхравласа хунипе чылай ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕ. Чи малтан шкул директорĕ А.Гурина сăмах илчĕ, ăшшăн саламларĕ, ырă тĕслĕхлĕ ашшĕсемпе-амăшĕсене тав хучĕсем пачĕ. Кашни класс хăйсене килěшекен сăвă-юрă, ташă, ытти номерсем хатěрленě. Акă, 7-8 класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшне «Шкул форми» интермедипе савăнтарчěç Л.Краснова вěрентекен пулăшнипе йěркеленě «Ытарайми анне» курав пурин кăмăлне те кайрě. Унта шкул ачисем хутсенчен, тěрлě тěслě çипсенчен, тăмран, фольгаран, хăмасенчен, ытти хатěрсенчен ăсталанă япаласене вырнаçтарнă. Уйрăмах А.Шашкова, М.Козлова, А.Титова, В.Краснова, В.Куприянова,А.Козлова, Ж.Рожкова, Л.Иванова, К.Яклашкина ěçěсене, çутçанталăк панă пурлăхран ăсталанăскерсене, ырласа та пĕтереймĕн.
Кĕçĕн класри ачасенчен П.Скворцова типĕ чечексенчен композици, С.Мулакова, М.Воробьева вĕрене вăррисенчен чечеклесе «Торт» хатĕрленĕ, иккĕмĕш класри арçын ачасем Н.Орлов, Ф.Куприянов, Ф.Якимов амăшĕсем валли капăрлăхсем хума шкатулкăсем тунă. Виççĕмĕш класс ачисем тĕрĕ тĕрлесе парнеленĕ. Курава ачасен ÿкерчĕкĕсем те пуянлатнă. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕн сăнарне, вĕсен, савăнăç саманчĕсене палăртнă.
Л.Михайлова,Чутей ялĕ