Чутейри чи ырă та тăнăç пурнăç тытса пыракан çемьесенчен пĕри вăл – Куприяновсен çемйи. Çемье пуçĕ Алексей Валерьевич ял хуçалăх академийĕнчен инженер-механика вĕренсе тухнă. Алли-ури ăста пулнăран, ял пурнăçне юратнăран Чутейре çурт-йĕр çавăрса лартрĕ. Юлашки 17 çулне Мускаври стройкăсене ĕçлеме çÿрет.
Мăшăрĕ, Валентина Викторовна, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУра филологи уйрăмне пĕтернĕ. Сăмах май каласан, Алексейпе Валя шкул сакки çинче те юнашарах ларса пĕр класра вĕреннĕ, хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрнă. Хисепрен çуралнă туслăх пысăк юратăва çаврăннă. 1998 çулта пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем пĕр йăва çавăрнă. Виçĕ ача çитĕнтерет çамрăк мăшăр. Чи асли, Виктория, Шупашкарта экономикăпа технологи колледжне пĕтернĕ хыççăн аслă пĕлÿ илме чăваш патшалăх университетне 3 курса кĕрет. Вĕреннĕ хушăра Мускавра «Открытие» фирмăра бухгалтерта ĕçлет. Шкулти пултарулăхĕ малалла ĕçпе вĕренÿре туптанать çамрăк пикен. Иккĕмĕш хĕрĕ, Валерия. Чутей шкулĕнче 7-мĕш класра «5» паллăпа çеç вĕренет. Предмет олимпиадисене хутшăнать, кăçал вырăс литературипе çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Лера тăрăшуллă, тĕплĕ, тирпейлĕ пулнипе палăрса тăрать. Кил-çуртра пĕлмен ĕçĕ çук та пулĕ, амăшĕн сылтăм алли теме те юрать, шăллĕне те вĕренÿре пулăшать. Федя – чи кĕçĕнни, вăл 2-мĕш класра çеç пулин те аппăшĕсем пекех, маттур, ăçлă-тăнлă, сăвăсене хăвăрт вĕренет. Ÿссен полицейски пуласшăн.
Ашшĕпе амăшĕ пекех ачисем те спорта питĕ юратаççĕ. Çемьепе час-часах пĕрле уçă сывлăша кăмпа- çырлана, «Аль» ФСКана çÿреме юратаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, кун пек чухне алă усса ларма вăхăт та çук: ĕнине те суиалла, сысни-вăкăрĕсене пăхмалла, сурăхĕсене апатламалла, кайăк-кĕшĕкне çитермелле. Пур çĕре те вăхăтлă ĕлкĕрмелле. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытнăран çемьере тăнăçлăх, килĕшÿ, юрату хуçаланать. Тĕрлĕ спорт вăййине хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ Куприяновсем.
Ачисем ашшĕ-амăшĕн алли-ури ылтăнран савăнса кăна тăраççĕ. Хуçисем тăрăшнипе юмахри евĕр кермен ÿссе ларчĕ Вăрманкас урамĕнче. Кил хушшинче чечек лартса ÿстерме питĕ ăста Валентина Викторовна. Чечек пурнăç илемĕ пулнăранах кил хуçи хĕрарăмĕ пÿртре те çĕр чÿлмек таранах ÿстерет вĕсене. Вăл 2006-мĕш çултанпа Чутей ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăх çумĕнчи ĕçе тивĕçлĕн пурнăçласа пырать.
«Тарават, ырă, уçă кăмăллă хĕрарăм Валентина Викторовна. Хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать. Ĕçчен хĕрарăм тĕрлĕ ыйтупа пыракан ял çыннисене ăшшăн кĕтсе илет, сĕнÿсем парса пулăшать, тĕплĕн ăнлантарать»,- кăмăллăн палăртаççĕ чутейсемпе ишпуçсем.
Çавăн пекех вăл ялти хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕсене те пуçаруллăн йĕркелесе пырать. Çакăншăн тав çырăвĕпе те хавхалантарнă ăна. Çыхма юратаканскер, кама кăна çак ăсталăха алла илме пулăшман-ши? Хисеп грамотисемпе дипломсене те типтерлĕн упрать. Шкултанах çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Ун чухнех малтанхи чыслав хучĕсене тивĕçнĕ.
Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕсем те чиперех пурăнаççĕ, пурте сывă та тĕрĕс-тĕкел. Виктор Николаевичпа (нумай çул хушши тĕп экономистра вăй хунă), Галина Якимовна (тивĕçлĕ канăва кайичченех медсестрара ĕçленĕ) Шамбулинсем, Валентина Сергеевна ( кĕçĕн классенчи ачасене 39 çул вĕрентет), Валерий Васильевич(Канашра телемастерта ĕçленĕ) Куприяновсем хăйсен ачисене, мăнукĕсене пур енлĕ пулăшса тăраççĕ.
Куприяновсене малашнехи пурнăçра та ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх сунас килет.