Ялта хисеплĕ

«Чутеевский ЯХПК» çулсерен аталанса пыни те ял халăхне савăнтарать. Çынсене ĕç вырăнĕсем туса пани те аван. Декабрĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕчери инвалидсен кунĕ май, манăн ялти Алексей Иванов пирки кăштах та пулин çырса пĕлтерес килчĕ.

Алексей Иванович – виççĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ултă çÿл ытла парк территорийĕнчи хуралта тăчĕ. Халĕ вара вăйхал çитнĕ таран хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. Турткалашса тăмасть, хушнине вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хăлхи витĕрех мар, ятарлă аппаратпа усă курать. Ялта хисеплеççĕ А.Иванова, çынсемпе кăмăллă, сăпайлă калаçать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăннипе те ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх. Пĕччен кансĕртерех тесе аппăшĕн çемйипе пурăнать. Вĕсене те май килнě таран пулăшма тăрăшать.