Пурсӑмӑр та лайӑх пӗлетпӗр: пушар ҫынна калама ҫук пысӑк инкек кӳрет. Вут-ҫулӑм хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн пуррине пӗр хӗрхенӳсӗр йӑлтах пӗтерет. Пурӑнмалли пӳртсем тата хуралтӑ таврашӗсем кӗлленеҫҫӗ, ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх, килти пурлӑх харама каять.
«Пушара хирӗҫ кӗрешес» уйӑхлӑх пынӑ май саккӑрмӗш класс ачисемпе «Тимсӗрлӗх ырӑ тумасть» калаҫу ирттертӗмӗр. Алӑра В.В.Смирнов, П.М.Вашават, В.В.Савельев авторсем кӑларнӑ «Этем аллинчи вут-кӑвар» кӗнеке пурри пысӑк пулӑшу пачӗ. Пушара хирӗҫ кӗрешмелли майсем ҫинчен илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе паллашрӑмӑр. «Ачасем тата вут-кӑвар», «Тимсӗрлӗх ырӑ тумасть», «Ӳсӗр ҫыншӑн ик айкки те тӑвайкки», «Пушартан сыхланма пулать», «Кил-ҫуртра пушар ан пултӑр», «Тырпул – халӑх пуянлӑхӗ», «Вут-кӑвар тимсӗрлӗхе каҫармасть», «Вӑрманшӑн тӑшман ан пул», «Этем аллинчи вут-кӑвар», «Ачасем кӑна айӑплӑ-ши?» темӑсене йӗркипе пӑхса тухрӑмӑр. Кашни калаҫу ыйту-хурав мелӗпе, тӗслӗх илсе пынипе йӗркеленчӗ.
Пушарсен сӑлтавӗсене тишкертӗмӗр. Шӑрпӑкпа выляни, электричество приборӗсене, ҫунакан газ плитине хуҫасӑр пӑрахса хӑварни, пирус туртни, эрех-сӑра ӗҫни, тӗрлӗ ҫунакан, сирпӗнекен япаласемпе тимсӗр пулни пысӑк инкек патне илсе ҫитернине каласа тухрӗҫ саккӑрмӗшсем. Ҫунакан электропроводкӑсене шывпа сӳнтерме юраманни ҫинчен те асӑрхаттарчӗҫ ачасем. Шкул фойинчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кӗтесӗ те ачасене «хӗрлӗ автанран» асӑрханма чӗнет.
«Хӗлхемрен ҫулӑм хыпать», «Вут-ҫулӑм тус та, тӑшман та», «Пушар муллӑ ҫынран та хӑрамасть, чухӑна та шеллемест», «Ҫывӑхри ҫулӑма инҫетри шывпа сӳнтереймӗн», «Сӳнтермен вутпуҫҫи куҫҫуль кӑларать», «Ача-пӑчана шӑрпӑк ан шан – кил-ҫуртсӑр юлан» йышши ваттисен сӑмахӗсене асра тытса пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса пурӑнмалла.
Л. Михайлова, 8 класс ертӳҫи