Туризм кунне Раççейре 1983-мĕш çултанпа авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче уявлани паллă. Çак кун тĕнчипе туризма халалланă уяв мероприятийĕсем, фестивальсем иртеççĕ.
Чутейри шкулта 7-8 класс ачисем çак кун ертÿçĕ сĕннипе уроксем хыççăн çывăхри вăрмана çитсе килме шутларĕç.
Çулçÿревĕн тĕллевĕ вăрман сывлăшĕпе сывлăха çирĕплетесси, çут çанталăк илемне курма, сăнама вĕрентесси, ачасен хушшинчи туслăха, юлташлăха упрасси, çул çинче хăйсене тытма пĕлесси пулчĕ. Вĕренекенсем хăйсемпе пĕрле витресемпе кĕреçе илсе вăрманти çĕрĕк тăпрана илсе таврăнчĕç. «Шкулти пÿлĕмсенче илемлĕ чечексем ÿстерме тăпра хатĕрлени усăллă пулĕ»,- теççĕ вĕсем. Туризм пуриншĕн те усăллă, ун ĕçне хаваспах хутшăнмалла.