Çул-йĕр çинче асăрханар!

Ҫул çинчи хăрушсăрлăх çинчен калаçни шăпах вырăнлă çак уйăхра. Канаш хулинчен асфальтлă çул илсе çитерчĕç Чутей ялне. Çул-йĕр çинче асăрханса çӱресси икě хут та ÿсрĕ пуль,  çавна май шкул ачисемпе калаçу ирттермесěр  май та çук. Класс ертÿçисенчен кашни класрах ачасем тивĕçлĕ инструкци илеççĕ. Çул тăрăх тĕрĕс çÿреме, çул урлă тĕрĕс каçма, ватăсемпе çамрăк ачасене пулăшу памалли çинчен асăрхаттараççĕ вĕсем.

Саккăрмěшсемпе те «Асăрханăр!Ҫул çийě!» ятпа калаçу ирттертěмěр. Тěрлě хаçат çинчи фактсемпе паллашрăмăр, ӱкерчěклě буклет кăларас тесе палăртрăмăр.  Ыйтуллă-хуравлă калаçура  ачасем çул-йěр правилисене пěлни курăнчě.