Ĕç ветеранне – 80 çул

Вера Васильевна Юркина Тӗмер ялӗнче 1937 çулта авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ.  Тӑван ялӗнче 10 класс вӗреннӗ.

«Кĕнекесем çитместчĕç, тетрачӗ те пӗрре ҫеҫчӗ, киле парса ямастчӗҫ. Грифель, фанер татӑкӗсем  ҫине е тата кӗнеке листин   айккисем ҫине ҫыраттӑмӑр,- аса илет педагогика  ӗҫӗн ветеранӗ. –Анне, Валентина Александровна Соколова, кукамай  Юлия Дмитриевна, кукаҫи  те кӗҫӗн класри ачасене пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшнӑ. Атте Василий Степанович физкультура учителĕнче ĕçленĕ».

Тӗмер ялӗнче çав вăхăтра питĕ пысăк пушар пулнă, 1Ҫуртсӑр-йӗрсӗр юлнӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ Ҫӗпӗре çул тытнă. 1938 çулта вĕсен çемйи Кураган облаçне,Второе Галкино ялне куçса кайнă. Амăшĕ унта та кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Ашшĕ,  ҫар ҫынни ,часах вӑрҫа тухса кайнӑ. Вăл 1942 ҫулта  хыпарсӑр ҫухалнӑ. Çĕпĕртен вĕсем 1944 çулта тăван яла таврăннă. Вера çав çул 1-мĕш класса кайнă. Пултаруллă хĕр 10 класа «5» паллăсемпе пĕтернĕ.Шупашкарта пединститутра  аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна Куйбышев облаҫне Ăрсиел ялĕнчи 8 ҫул вӗренмелли шкула ĕçлеме янă,çамрăк педагог 5-6 класс ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

«Юнашар ялта тутарсем пурӑнатчӗҫ, унта пӗр ҫулталӑк вӗрентрӗм, мана  лашапа килсе илетчӗҫ ,леҫсе хуратчӗҫ»,- терĕ Вера Васильевна.  Аякра 2 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван  кĕтесе таврӑнать хӗр , Тӗмерти вӑтам шкулта 5-7 классенче вырӑс чӗлхи вӗрентме пуçлать. Ҫак хушӑра Чутей каччипе Владимир Иванович Юркинпа паллашса ҫемье чӑмӑртаççĕ. Чутей шкулĕнче директорăн вĕрентÿпе воспитании енĕпе ĕçлекен çумĕнче нумай çул хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă Вера Васильевна.Мăшăрĕ, Владимир Иванович, Канашри медицина училищине пӗтерсен, ялти медпункт  заведующийӗ пулнӑ, район больницинче  фельдшерта ӗҫленӗ.  

 Ҫемьере пилӗк ача ҫитӗннĕ. Хӗрӗсем пурте аслӑ пӗлӳллӗ. Галя суту-илӳ енӗпе тӗп бухгалтерта вӑй хурать, ҫемйипе Шупашкарта пурӑнать. Светлана ШĔМче профессисем хатӗрлекен тата воспитании парассипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗнче, Инесса хальхи вӑхӑтра ЧРИОра наци вӗрентӗвӗн пай пуҫлӑхӗнче вӑй хураççĕ. Витя ашшӗн ҫулне суйласа илнӗ, медицина ӗҫĕнче. Кӗҫӗн ывӑлӗ Валера  вӑтам пӗлӳллӗ,вăхăтлăха амăшĕпе ялта пурăнать. 2Ӗҫ ветеранӗн 8 мӑнук, 2 кӗҫӗн мӑнук. Вӗсем час-часах асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне килсе ҫӳреҫҫӗ, савӑнӑҫ, хаваслӑх парнелеҫҫӗ.

Вера Васильевнан ӗҫ стажӗ 40 ҫул. Вӑл  нумай çул ялти ветерансен ушкӑнне ертсе пынă. Юбилейпе саламламалла-и, уявсене пуҫтармалла –и, «Ал ӗҫ ӑсти» кружок занятине йĕркелемелле-и– пуриншӗн те Вера Васильевна хӑйӗн яваплӑха туйнă. Тивĕçлĕ канури ветеран пĕрре та ахаль лармасть. Чӑх-чӗп пӑхать, качака усрать, алӑ ӗҫӗ тума питӗ ӑҫта вӑл. Ҫыхнӑ япалисене чӗнтӗрлесе хитрелетет. Пăхсассăн 80 ҫула çитнĕ тесе калаймăн ăна. Ял-йышра хисеплĕ хĕрарăма хамăр йышран çирĕп сывлăх,вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунатпӑр, пурнӑҫ илемӗпе савӑнса нумайччен пурӑнмалла пултӑр. 

Л.Михайлова, Чутей ялĕ