Терроризм сӑмах кашни ҫыннах ҫӳҫентерет, шартах сиктерет. Осетинчи Беслан хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкулта хăрушă трагеди пулнăранпа 13 çул çитрĕ. Террористсем пин ытла çынна виçĕ кун выçă хăрушлăхра тытса тăни ҫинчен класс сехетӗнче ҫиччӗмӗшсемпе хурланса калаҫрӑмӑр. Калаҫу вӑхӑтӗнче теракта хирӗҫле хатӗрленӗ плакатсемпе, листовкӑсемпе паллашрӑмӑр, мультимедийлӑ презентаци пӑхрӑмӑр.. Терроризм пулӑмӗн хӑрушлӑхӗ пире пурӑнма ан чӑрмантартӑр тесе паянхи кун кашни ҫыннӑн тӑрӑшмалла»,- терӗҫ ҫиччӗмӗшсем. Кун пек хăрушлăха, тискерлӗхе никам та ан куртӑрччӗ». «Ҫӗр ҫинче ӗмӗр тӑршшӗпех туслӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑрччӗ» - тесе вӗҫлерӗмӗр хамӑрӑн калаҫӑва.