Терроризм – обществӑшӑн хӑрушӑ

Терроризм - паянхи кун пӗтӗм тӗнче умӗнче тӑракан чи хӑрушӑ ыйтусенчен пӗри. Ку инкек кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та пулма пултарать, ҫавӑнпа та унран никам та хӑтӑлса юлаймасть. Ҫӗр ҫинче ним айӑпсӑр ҫынсене вӗлернинчен, сусӑрлатнинчен хӑрушӑраххи нимӗн те ҫук пуль. Этемлӗхе хирӗҫ тӑвакан преступлени ҫинчен   саккӑрмӗшсемпе  класс  сехетӗнче  «Терроризм – обществӑшӑн  хӑрушӑ» калаҫу ирттертӗмӗр.  Хаҫат-журнал ҫинчи, телевидени  хыпарӗсемпе,  фактсемпе паллашрӑмӑр.  Теракт йӗркелекенсен  витӗмӗ ӑс-хакӑл, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен уйрӑмах ҫамрӑк ҫынсем ҫине вӑйлӑ сарӑлнине палӑртаҫҫӗ.  «Терроризм -  питӗ тискер те хӑрушӑ пулӑм, вилӗм илсе килет, ҫавӑнпа та  пирӗн унран хӳтӗленмелле», - теҫҫӗ ачасем. Ҫӗр ҫинче сывӑ та таса пурӑнасчӗ.