Çěнě вěренӳ çулне хатěр-и?

Шкул ачисен çуллахи канăвě вěçленсе пырать, кěçех шкул алăкěсем уçăлса-хупăнса çеç  тăрěç. Авăн уйăхě çитсе пынă май çиччěмěшсем çěнě вěренӳ çулне хатěррине пěлес тесе ашшě-амăшěсем патне çитрěм. Амăшěсемпе курса калаçрăм, каникула епле ирттернипе,  сывлăхěпе интереслентěм. Вěренӳ çулне пуçлама хатěр   Кабартов,  Петров, Цырульников каникул вăхăтěнче кил хушшинче те, уй-хирте те, ял хуçалăхěнче те вăй хурса ěçлени палăрчě. Ăнăçу кěттěрччě вěсене саккăрмěш класра.