Ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕнет

Чутей шкулĕнче 9 класс пĕтерни çинчен  аттестат илнисен хушшинче пĕри Антон Куракин та палăртма  кăмăллă. Патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестаци экзаменĕсене  «5» паллăпа тытрĕ вăл. Унăн  юратнă предмечĕсем:  истори, географи, биологи, алгебра. Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ, тесе ахаль каламан. Нумай вуласа хăйĕн тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать вăл. Тавралăха юратать, кайăксен, чĕрчунсен тĕнчипе интересленет. Хăйне евĕрлĕ тĕпчевсем ирттерме юратать. Ўкерес ăсталăхĕпе те тĕлĕнтерет.

«Быть здоровым – здорово»,  «Герои любимых мультфильмов»  конкурссенче малти  вырăнсене тухнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче муниципалитет  шайĕнчи биологи, астрономи, экологипе право предмечĕсен  олимпидисенче малтисен шутĕнче пулнă. Тăван ен культурипе вара  регионта  кăçал та пĕлтĕрхи пекех призерсен йышне кĕнĕ. Физика предмечĕпе дистанци мелĕпе ăмăртса Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра,   биологипе  республикăри викторинăра çĕнтерме пултарнă. Кăмăлĕпе ырă, сăпайлă. Юлташĕсене пулăшать, сĕнÿсем парать, аслисене хисеплет.

Ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх. пулмалла. Куракинсен çемйи ял-йышра – хисеплисенчен пĕри. Пушă вăхăтра яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ  Уçă сывлăшпа киленме çырлана, кăмпана каяççĕ, çул çÿреве юратаççĕ. Амăшĕ Светлана  Павловна шкулта вырăс чĕлхипе литература предметне  вĕрентет, Владимир Петрович Канаша ĕçе çÿрет.

Сывă пурнăç йĕркишĕн тимлекен ашшĕ-амăшĕ яланах тĕслĕх вырăнĕнче.

Ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕнет. Аслă хĕрĕ Марта Шупашкарта экономика пĕлĕвĕ илнĕ. Çемье çавăрнă, йĕкĕреш мăнукĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ кукамăшĕпе кукашшĕ.

«Пурнăç илемĕ çирĕп те туслă çемьере. Ачасем телей, савăнăç кÿреççĕ» - тет кил хуçин арăмĕ.

«Аттепе анне ĕçчен те хастар, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнни пире ырă витĕм кÿрет»,- тет Антон ывăлĕ. 

Л.Михайлова, Чутей ялĕ