Çĕнтерÿçĕ-шашистсем

Районти шкулсем çумĕнчи лагерьсенче канакансем хушшинче иртнĕ спартакиадăра шашкăлла выляссипе Чутей шкулĕн команди çĕнтернĕ. Ксения Шамбулина, Никита Сорокин, Евгений Яклашкин спортра та çитĕнÿсем тăваççĕ, вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ.