Хамăр пурăнакан тавралăх илемлě пулни кашни çын чунěшěн савăнăç. Чутейри утар çумěнчи пěве пĕвеленĕренпе 30 çул ытла та çитнě ěнтě. Хăй вăхăтěнче ăна «Кубнинский» совхоз директорě И.Я.Гурин тутарнăччĕ. Шыв шайě çултан çул чакса пыни халăха пăшăрхантарать. Кăçалхи экологи çулěнче ялпа вăрман таврашěсенче тасалăх хуçалантăр тесе Чутей ял тăрăхěн пуçлăхě Г.П.Куклов чылай тимлет-ха, ял халăхě итленипе, пулăшнипе нумай ěç туса ирттерет. Свалка вырăнěсене тасаттарса, бульдозерпа тикĕсленĕ, çунма юрăхлă япаласене çунтарса тăнă, çимěке хатěрленсе масар таврашěнчи çÿп-çапа та пуçтарнă.
Утар патěнчи пěве çумěнчен шыв çурса юхнине кĕтÿре çÿрекен, пулăра ларакан, утарта ěçлекен, вăрмана утакан кашни çын курать ĕнтĕ. Пĕлтěрех-ха, шырлана ытлашши сарса ярас мар тесе Кěçěнçырма урамěнче пурăнакн В.Куракин, А. Бараматов, Матвееевсем мăшăрěпех çыран хěррипе йăмра турачěсем чышса тухнă.
Акă кăçалхи çу уйăхěн вěçěнче ырă чунлă çынсем пěр шухăшлă пулса пěве айккипе çурса кайнă вырăна хуплама нимене пуçтарăнчĕç. Ушкăнпа канашласа ĕç кал-кал пычĕ. Аслă ăрури ěç ветеранě Г.П.Куракинпа В.В.Филиппов пенсионер ертсе пынипе В.Алексеев, В.В. Цырульников, Г.Г.Походкин, А.Иванов, В.В.Яклашкин, В.Р.Шамбулин, И.В.Кабартов тачкăсемпе тăпра турттарчĕç, кирпěч-шифер ванчăкěсемпе, çапăсемпе тултарса шыв юхмалла мар çирěплетсе хучěç. Кĕтÿпе вăхăтлăха çуремелле маррине асăрхаттарчěç. В.Р.Куракин кĕтÿ тапăрта чухне пулăшма май тупрĕ.
Тавралăх илемě пуриншěн те хаклă. Тав тăватпăрхалăхшăн, тасалăхшăн тăрăшакансене.
Л.Михайлова, Чутей ялĕ