Кун хыççăн кун иртет, хаваслă самантсемпе тулсах пырать лагерь пурнăçě. Акă паян та ирхи зарядкăна вěçлесе апатланнă хыççăн ачасемпе асамлă пӳлěме пуçтарăнса «Любить Родину - значит быть ей полезным» темăпа калаçу ирттертěмěр. Тăван çěршыва, тăван кěтесе юратнине ачасем хăйсен калаçăвěнче, сăвă йěркисенче палăртрěç, ваттисен сăмахěсем тупрěç. Ўкерме ăста ачасем «В гостях у Берендея» ятпа экологи плакачěсем кăларчěç. «Весельчаки» хаçат çине тăван тавралăх илемне, ун пуянлăхне упрассине кăтартакан заметкăсем çырма пуçăнчěç. Лагерь кунěсем сывлăхшăн усăллă, чуншăн хаваслă пулни кашнинех савăнтарать.
Л.Михайлова, Чутей ялĕ