Краеведени музейěнче

Тăвайĕнчи таврапěлÿ музейěнче кашни пÿлěм хăйне майлă пуян, кăткăс. Унăн ертÿçи Светлана Архиповна Чутей шкулĕ çумĕнчи  «Хаваслăскерсем» сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрекен ачасене те тараватлăн кĕтсе илчĕ. Палăртса калас килет:  вăл яланах килен-каяна чун ăшшипе кĕтсе илсе ăсатса ярать. Экскурсовод  пĕрремĕш  пÿлĕмре Чутейпе Ишпуç тăрăхěнчен  Иван Владимирович Петров кĕтÿре çÿренĕ вăхăтра тупнă мамонт шăлĕсене илсе килни çинчен каласа пани  ачасемшĕн  интереслě пулчĕ. Авал хамăр таврара та виçě метр çÿллěш, ултă тонна таякан мамонтсем пурăннине палăртрĕ. Ĕлĕкхи йывăр пурнăçа сăнлакан хура пÿрт патěнче те чылаях чарăнса тăчě Светлана Архиповна.

Вăрçă пÿлěмěнче вăрçă каччи Тенеялěнче çуралнăскер Фёдор Афонов салтака кайиччен Тěмер ялěнче шкулта ěçленě, математика предметне вěрентнě. Вăрçă хирĕнчен 27 çыру янă иккен вăл, хăшне-пĕрне вуласа паллаштарчě. Çамрăк чухне фотоальбом туни çинчен,  чаплă фотограф пулнине палăртрĕ.

Тăвай районĕнчен 5429 çын, вěсенчен 179 хěрарăм кайни,  шел пулин те, халь 14 çеç юлни çинчен асăнчě.

 Самолет макечěсене епле ăсталани çинчен каласа пачĕ, кайăксемпе тупмалли юмахсем парса паллаштарчĕ. Музейра пулни, экскурсовод калаçăвĕ-ăнлантарăвĕ пуриншĕн те  питĕ интереслĕ те  усăллă пулчĕ. Тав сăмахĕ каласа сыв пулашрăмăр.