Чутейри шкул çумěнчи «Весельчаки» сывлăха çирěплетекен лагерьти ачасем районти ача-пăча библиотекине çитрěç. Вěсене унта Людмила Васильевна, Галина Ивановна библиотекарьсем ăшшăн кěтсе илчěç. Библиотека структурипе паллаштарнă хыççăн ертсе пыракансемпе ачасем вулав пӳлěмне куçрěç . Пӳлěмри стендсем, выставкăсем ачасене питě килěшрěç, кунта вуламалли-пěлмелли, паллашмалли питех те нумай. Пурте вырнаçса ларсан «Имя беды – наркотик» ятпа ěçлě калаçу ирттерчě Людмила Васильевна. Ачасене калаçтарас, тавракурăмне аталантарас шутпа тěрлě ыйту-каларăш хатěрленě вăл. Кашни ача хăйěн каларăшне вуласа пычě, ушкăнěпе сӳтсе явса пычěç. Галина Ивановна библиотекарь те сăмах илчě. Вăл наркомансен ушкăнěсен ячěсемпе, вěсен пěлтерěшěсене ăнлантарса пачě. Ачасем хастар пулчěç, тěлпулу пурин кăмăлне те килчě.