Экологие çул парар, тавралăха тасалăхра тытар

Çуллахи лагерь вырнаçнă кěтесе тасалăхра тытасси Чутей шкулěнчи ачасемшěн те пысăк яваплăх. Çавна май лагерь ачисемпе «Тасалăх – сывлăхшăн пысăк пуянлăх» калçу ирттертěмěр. Вěсен чи юратнă  вырăнě - спорт площадки. Ун  йěри-тавра çӳп-çапне пуçтарса. шăлса тасатса, таса та тирпейлě вырăн тусах тăраççě. Выляма та, пăхса тăма та кăмăллă. Кунта ачасем тем тěрлě спорт вăййи ирттереççě, районти ăмăртусене хутшăнма  хатěрленеççě: футбол, мини-футбол, çăмхапа эстафета вăййисем выляççě. Çавăн пекех ачасем, яланах ертӳçěсен  сăмахне итлесе, хăйсем вылякан вырăна,  савăнăç парнелекен пӳлěме,  шкул таврашне таса тытма тăрăшаççě. «Пуçтаракан çěрте мар, вараламан çěрте таса» тесе ахаль каламаççě. «Тавралăх таса пулни сывлăхшăн усăллă, илемě те куçа илěртсе тăрать, чунра вара лăпкăлăх, килěшӳлěх хуçаланать» ,- палăртатпăр эпир.  «Чи юратнă вырăна пěрмаях килсе çӳретпěр, кунта таса пулмалла»,- теççě çамрăк футболистсем.

Тăван тавралăх яланах илемěпе тыткăнлатăр тесен ăна пулăшмалла, пире илěртекен тирпей-илем хăйпе хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла.