Пăрчăкан пек пултаруллă, пур ĕçре те вăр-вар, ĕçчен хĕрарăм Любовь Геннадьевна. Вăл Чутейри вăтам шкулта 2003-мĕш çултанпа паянхи кунччен вăй хурать.
Анат Тагилти индустрипе педагогика техникумě хыççăн Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллě пединститутран вĕренсе тухнă. Малтанах çамрăк хĕр Канашра 2-мĕш номерлě училищěре специальноçпа ĕçлеме пуçланă.
1989-2003 çулсенче Ишпуçĕнче тăрăшнă. Кунта «Шанчăк» пултарулăх ушкăнне çÿренĕ. Тав, Хисеп хучĕсем сахал мар илнĕ. 2011-2013 çулсенче Тăвайĕнче «Декорирование» ятлă кружока ертсе пынă. Любовь Краснована пурнăç çулĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кавалтан Ишпуçне çити илсе килнĕ. Николай Владимирович Красновпа йăва çавăрнă. Çемье пуçĕ Çĕрпÿ хулинчи совхоз-техникума пĕтернĕ хыççăн хăйĕн профессийĕпе «Кубнинский» совхозра нумай çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет.
Алли-ури ăста çак мăшăрăн, икĕ хутлă çурт еплерех капăрлатса лартнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, кăмăллă. Асли Денис Шупашкарта электромеханика теехникумне пĕтернĕ, илнĕ специальноçĕпе Мускавра ĕçлет, хĕрĕ Виктория 4-мĕш класра «5» паллăпа çеç вĕренет.
Шкулти ĕç-и, килти-и – пурне те тĕплĕ, тирпейлĕ, чунпа, çынна усăллă тума тăрăшать Любовь Геннадьевна. Шкул участокĕнчи çĕр ĕçне те ачасемпе вăхăтра пурнăçлаççě. Шкулта вăл технологи, ИЗО предмечĕсене вĕрентет. «Ал ăсталăхĕ» кружок ертсе пырать. Тем тĕрлĕ ĕç те вĕренеççĕ ылтăн алăллă учительрен ачасем: çыхма, ÿкерме, çĕлеме, тĕрлеме тата ыттине те. Уявсене халалланă пěр мероприятии те ачасен ал-ĕç выставкисĕр иртмест. Кружок членĕсем питĕ юратаççĕ вĕрентекене. Районта иртекен нумай конкурсра унăн ачисем диплом, грамота çĕнсе илнĕ.
Класс ертÿçи те вăл. Тăххăрăн вĕсем класра, кашнинех хăйĕн чун тĕпренчĕкĕ пек юратать, тĕрĕс çул суйлама пулăшать.