Лагерь кунěсем ерипен шăваççě

Кун хыççăн кун иртет, хаваслă самантсемпе тулсах пырать лагерь пурнăçě.  Акă паян та ирхи зарядкăна вěçлесе апатланнă хыççăн  ачасемпе асамлă пӳлěме пуçтарăнса  «Любить Родину - значит быть ей полезным» темăпа калаçу ирттертěмěр. Тăван çěршыва, тăван кěтесе юратнине ачасем хăйсен калаçăвěнче, сăвă йěркисенче палăртрěç, ваттисен сăмахěсем тупрěç. Ӳкерме ăста ачасем «В гостях  у Берендея» ятпа экологи плакачěсем   кăларчěç.  «Весельчаки» хаçат çине тăван тавралăх илемне, ун пуянлăхне  упрассине кăтартакан заметкăсем çырма пуçăнчěç. Лагерь кунěсем сывлăхшăн усăллă, чуншăн хаваслă пулни кашнинех савăнтарать.