Хаваслă кану

Ирхи кÿлĕм çумăртан пуçланчĕ кун. Лагерьти ача-пăчана пÿлĕмре, спортзалта тĕрлĕ ĕçпе интереслентермелле пулчĕ. Чи малтанах ирхи зарядка вăхăтĕнче физкультура учителĕ В.В. Шамбулин ачасемпе çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен  инструктаж ирттерчĕ, çул çинче яланах тимлĕ,  асăрхануллă пулма çирĕппĕн асăрхаттарчĕ.  Пушă вăхăтра «Ромашки», «Гвоздики»   ушкăнсем çине пайланса «Живут на всей планете народ веселый – дети» ятпа игротека ирттертĕмĕр. «Ромашки» ушкăн пултаруллăрах пулни палăрчě. «Хаваслăскерсем»  отряд страницине малалла тăсса  хăйсен-кăмăл туйăмне палăртакан сăвă-калав, пулмасла юмах çырма пуçăнчĕç. Лагерьти кунсем хаваслă иртнĕшĕн савăнаççĕ ачасем.