Лагерь пуçăнăвĕ

Чутей шкулĕнчи ачасене çуллахи хаваслă лагерĕн иккĕмĕш кунĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ĕç кĕтрĕ. Ирех ачасем хăйсен виçипе тăршшĕне пĕлесшĕн пулчĕç. Арçын ачасен ушкăнĕ хаваслă спорт вăййисем вылярĕç, чи юратнă вырăнĕ шкулти стадион пулнине палăртрĕç вĕсем. Çав  вăхăтра хĕр ачасем «Весельчаки» хаçат кăларчĕç: лагерь ячĕ, девизĕ, уставĕ, пуплевĕ сăнарланчĕç;  хаваслă сăн-пит, тавралăха сăнлакан ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, сăрларĕç, илемлетрĕç, хăйсен лагрьти пурнăçĕ çинчен калакан заметкăсем валли вырăн хăварчĕç. Лагерь пурнăçĕ малалла хаваспах тăсăлать.