«Хаваслăскерсем» лагерь уçăлчĕ

2-мĕш класран пуçласа 7-мĕш таран 25 ачаран тăракан  «Хаваслăскерсем» ушкăн  пуçтартăмăр. Лагерь ĕçĕн пĕрремĕш кунĕ яланах ачасене хӳтěлемелли кун  уявĕпе пĕр килет . Çавна май уяв сценарийĕ тăрăх чăваш наци гимнĕпе чăваш патшалăх ялавĕ çĕкленчĕ. Уяв сценарийĕ тăрăх уява юмахсенчи Буратино, Хĕрлĕ калпак, Айболит тухтăр, Карабас Барабас, Пĕлменскер, Аленушка, Шыври. Гном, Тухатмăш карчăк, Тилĕ, Ырă фея, Базилио кушак, Мюнхгаузен барон, Кĕлпике килсе çитрĕç. Ачасем сăвă каларĕç, тупмалли юмахсем туптарчĕç, сăвăллă-ташăллă юрă юрларĕç, тěрлě вăйă вылярěç. М. Козлова «Цветик-семицветик»   пулăшнипе ачасене кăткăс вăйăсем  выляттарчě.  Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Иванова З.Н.  уява ирттерме питĕ пысăк пулăшу пачĕ. Хаваслă уяв вěçленнě хыççăн  спорт вăййисем вылярěç ачасем. Çуллахи лагерь вăхăчě  пур ачашăн та усăллă пуласса шанас килет. Ырă кăмăл-туйăм, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх татах та çирĕпленсе пытăрччĕ.