Пуху-концерт

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать.  Кашни класрах ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртет. Класс ертÿçи  С.П.Куракина пур ашшĕ-амăшĕ те килнĕшĕн савăнчĕ, тав сăмахĕ каласа пухăва пуçларĕ. Чи малтанах 4-мĕш чĕрĕкри тата çулталăк тăршшĕнчи вĕренÿри, спорт вăййисенчи, ытти пултарулăх ăмăртăвĕсенчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Класс ертÿçи йĕркеленĕ уяв сценарийĕ тăрăх 5-мĕш класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшсем валли парне хатĕрленĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене тав туса сăвăсем янраттарчĕç, кĕске сценка лартса пачĕç, ушкăнпа «Маленькая страна» юрă юрларĕç. К.Шамбулинăпа Е.Михайлова «До свидания, школа!»,  «А по камушкам» юррисемпе пурне те савăнтарчĕç. Ачасем хăйсен концертне вĕçлесе  флешмоб ташларĕç. Ашшĕ-амăшĕсем пухура ачасене ыр сунса сывлăх, вăй-хал сунчěç, яланах пултаруллă та маттур пулма хистерěç. Пурте кăмăллă юлтăмăр, ачасене, класс  ертÿçине, тав турăмăр. «Çапла, шкулпа çемье  тачă çыхăнса ĕçлесен   малашне те   çитĕнÿсем  пуласси куçкĕретех»,- тесе пĕтĕмлетрĕ  С.П. Куракина.