Ушкăнпа тирпей-илем кěртес ěçре

Иккěмěш кил таврашě  илемлě те таса пултăр тесе тăрăшрěç иртнě шăматкун Чутей шкулěн ачисем. Пиллěкмěш класран пуçласа саккăрмěш таран вěренекенсем  ертӱçисемпе тата  шкул работникěсем питě маттуррăн ěçлерěç. Кирлě-кирлě мар çӱп-çапсенчен,  йывăç турачěсенчен, кантăк ванчăкěсенчен, шкул таврашне илем кěртес ěçе хастаррăн хутшăнчěç. Йывăçсен çумěнче ӱсекен çатăркасене те касса тасатрěç улттăмěшпе çиччěмěш класс арçын ачисем.Тасалăхшăн тăрăшакансем кăткă евěр хăйсен ěçченлěхěпе тăрăшуллă пулса  трактор прицепě çине тиерěç. Тулли тиевлě прицепсене  шкул водителě Волков В.А.  уйăрса хунă вырăна вырнаçтарса тăчě. «Тасалăх- сывлăх хуралě» тесе ахаль каламаççě. «Куç хăрать те, ал тăвать»,  «Пěрлěхре –вăй»- тесе пур ěçлекене тав туса ырларě шкул директорě Гурина А.В.